Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

                

 

 

 

          

 
 
                
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта.

Новый информационный ресурс доступен по адресу: 

http://gtn.cap.ru/

Публикации » Тăвайсен техникипе паллашнă

20 июня 2017 г.

Тухăçлă усă курас тĕллевпе те, ĕçлекенсемпе ытти çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн те техника юсавлă пулни кирлĕ. Çакна тимлĕхе хунă та Чăваш Енри Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Сергей Вязовский тата районти аслă инспектор Александр Семенов С.Р.Илларионовпа В.Г.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ-сенчи ял хуçалăх ĕçĕсемпе тата техникипе паллашнă вăхăтра. Вĕсемпе пĕрле асăннă хуçалăхсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке тата АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Р.Краснов пулнă.
С.Илларионовăн хресчен фермер хуçалăхĕнче кăçал ака лаптăкĕ иртнĕ çулхи пекех 1524 гектарпа танлашнă, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем 750 гектар, планпа пăхнинчен кăштах ытларах та, йышăннă. Выльăх апачлĕх культурăсем 774 гектар çинче çитĕнеççĕ.
Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем, çав шутра сăвакан ĕнесем те, сахал мар усраççĕ. Сунă сĕтĕн пысăк пайне хуласенчи сĕт автомачĕсем урлă сутаççĕ. Хальхи вăхăтра пурĕ 16 молокомат вырнаçтарнă, вĕсенчен 12-шĕ _ Шупашкарта тата 4-шĕ _ Çĕнĕ Шупашкарта. Кун каçа 1 литрне 35 тенкĕ çинчен 2 пин тоннăна яхăн сĕт сутăнать.
Кăçалхи май уйăхĕнче С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ вырăнтах сĕт продукчĕсем ĕçлесе хатĕ-рлеме май паракан хакĕпе 28 миллион тенкĕлĕх проекта пурнăçа кĕртнĕ, вăл талăкра 5 тонна сĕте ĕçлесе тирпейлеме май парать. Продукцие 1_0,5 литрлă ПЭТ бутылкăсене тултараççĕ. Хăнасем хатĕр продукципе _ пастерилизациленĕ сĕтпе, пиçнĕ турăхпа ?ряженка/, турăхпа ?простокваша/ тата вĕретнĕ сĕтпе паллашнă. ХФХ ертÿçи Сергей Илларионов хальхи вăхăтра асăннă продукцие молокоматсемпе усă курса сутни çинчен каласа панă.
Унтан Кармала çитсе унти В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн техникипе те паллашнă. Юлашки вăхăтра асăннă хуçалăх выльăх апачĕ хатĕрлемелли ку чухнехи 11 техника туяннă. Çапла тума 5 процентлă çăмăллăхлă кредитпа усă курнă фермер хуçалăхĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

    АПК-Информ


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика