Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

                

 

 

 

          

 
 
                
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта.

Новый информационный ресурс доступен по адресу: 

http://gtn.cap.ru/

Публикации » Техникăна тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ

29 марта 2017 г.

Чăваш Республикинче тракторсене, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе вĕсен прицепĕсене техосмотр витĕр кăлармалли тапхăр пуçланчĕ.

Мартăн 23-мĕшĕнче "Слава картофелю" тата "Комсомольские овощи" агрофирмăсенче техосмотр иртрĕ. Унта хутшăннă гостехнадзор инспекторĕ Сергей Кокарев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Шамиль Зейнутдинов, агрофирма инженерĕ Александр Павлов, Рушан Салеев механик предприятисенчи техника юсавлăхĕ лайăх, паха тесе хакларĕç. Кунти механизаторсене тăрăшса ĕçленĕшĕн ырларĕç. Хăрушсăрлăх техникипе инструктаж ирттернĕ.

Çулсерен иртекен техосмотра асăннă предприятисенче пуçласси ырă йăлана кĕчĕ тесен те юрать. Ку пулăм, паллах, ахальтен мар: хуçалăхсем районта кăна мар, республика шайĕнче те пĕрремĕшсен шутĕнче. Умри плансем те пысăк - çĕрулмине 750, илепер курăкне (донник) 1045, тĕштырă 2700, сахăр кăшманĕ 20, кишĕр 17 тата купăста 8 гектар çинче çитĕнтермелле.

Агрофирмăсенче агротехника ĕçĕсене пурнăçламалли трактор-машина çителĕклех: Джон Дир трактор 8, МТЗ-1025, МТЗ-82 йышши "хурçă ут" пурĕ 9, "Самрат" маркăллă 6 прицеп тата кăкарса ĕçлемелли ытти техника та пур. Анчах та фирмăсем, çĕр лаптăкне ỹстернĕ май, Минскри трактор туса кăларакан заводран МТЗ-1025 çĕнĕ 2 трактор туяннă. Унсăр пуçне вĕсем тата кăкарса ĕçлемелли вĕр çĕнĕ 6 агрегат туянма пултарнă. Палăртмалла, агрофирмăсем гаражсем, юсав мастерскойĕсем тата ытти енчен те аптăрамаççĕ. Кирли пурте пур. Чи пахи вара - ку вăл опытлă тата техникăна ăнланакан, юратакан, ĕçченсем пурри.

С.КОКАРЕВ,

гостехнадзор инспекторĕ.

 Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

    АПК-Информ


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика