Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

                

 

 

 

          

 
 
                
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта.

Новый информационный ресурс доступен по адресу: 

http://gtn.cap.ru/

Публикации » "Снегоход" операци

31 января 2017 г.

Кирек мĕнле техникăна та йĕркене пăсмасăр тата хăрушсăрлăхсăр усă курмалла. Çакна шута илсе республикăри гостехнадзор инспекцийĕ, шалти ĕçсен министерстви, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ, çут çанталăк ресурсĕсем тата экологи министерстви 2017 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче "Снегоход" профилактика операцийĕ ирттерме пуçланă, февралĕн 28-мĕшĕччен пырать вăл.

Унăн тĕллевĕсемпе задачисем: çулсăр куçакан мототранспорт хатĕрĕсем техника юсавлăхĕн, хăрушсăрлăх техникин, тăван тавралăх сыхлавĕн требованийĕсене тивĕçтернине тата çавăн пекех вĕсемпе усă курнă чухне регистраци правилисене пăхăннине, вĕсемпе усă курма ирĕк пуррине тĕрĕслесси. Ку тĕлĕшпе тĕрĕслевсем, рейдсем иртерме палăртнă. Çав вăхăтрах çынсем тата çулсăр куçакан мототранспорт хатĕрĕсен хуçисем "Снегоход" профилактика операцийĕн тĕллевĕсемпе задачисем, асăннă техникăна регистраци тумалли тата вĕсемпе усă курмалли, патшалăх техосмотрĕ кăлармалли правилăсене пĕлсе тăмашкăн ăнлантару ĕçне анлăн туса пымалла.

Районта паянхи куна çулсăр куçакан 12 мототранспорт хатĕрне регистрациленĕ. 2016 çулта районта ку йышши техника 2 единица хутшăннă. Енĕш Нăрвашра, Амалăхпа Тушкил ялĕсенче регистраци витĕр кăларман "Снегоходсем" пур. Ку йĕркене пăсни пулать.

А.СЕМЕНОВ,

гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

    АПК-Информ


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика