Государственная инспекция по надзору за техническим состоянием самоходных машин и других видов техники Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

                

 

 

 

          

 
 
                
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Устаревшая версия сайта.

Новый информационный ресурс доступен по адресу: 

http://gtn.cap.ru/

Публикации » Ял çыннин хĕлле те канăç çук

19 декабря 2016 г.

Ял çыннин хĕлле те канăç çук

Çулталăкĕпех канма пĕлмен ял ĕçченĕ. Аки-сухине те тумалла, вырмана та ирттермелле. Хĕллехи тапхăрта та унăн ĕç сахал мар - çитес тухăçшăн шутламалла, техникăна юсамалла, çав вăхăтрах техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе пĕлĕве ÿстермелле.

Районти чылай ялхуçалăх предприятийĕсенче техника хатĕрĕсене, уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан кăкарса ĕçлекен агрегатсене юсама пуçăнчĕç. Ку енĕпе Ленин ячĕллĕ, «Комбайн», «Победа», «Рассвет», «Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, «Урожай», «Яманчурино», «Эмметево» сахал яваплă обществăсенче, «Прогресс» акционерсен хупă обществинче çулсеренех пысăк активлăх кăтартаççĕ. Акă, «Урожай» сахал яваплă обществăра Беларус-1221 трактора хатĕррисен ретне лартма хатĕрлеççĕ. Общество ертÿçи В.Кузнецов А.Максимов механизатор ĕçĕпе кăмăллă.

Çавăн пекех районти хуçалăхсенче техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене вĕрентесси, ĕçе пуçăнакансемпе инструктажсем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Малашне те çак ырă йăла манăçмалла мар.

А.СОЛОВЬЕВ, патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.

А.КАРЛИН.

Сăнÿкерчĕкре: А.Соловьевпа «Урожай» сахал яваплă общество ертÿçи В.Кузнецов тата А.Максимов механизатор мастерскойра.

А.КАРЛИН сăнÿкерчĕкĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

    АПК-Информ


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика